Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç сыхлавăн конкурсĕнче район иккĕмĕш вырăн йышăннă

Пирĕн район 2006 çултанпа професси ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе “Чăваш Республикинчи ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ” конкурса хутшăнать. Пуçласа çак конкурсра акционерсен “Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми” уçă обществин ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Г.Попова тупăшнă. 2007 çулта район чысне акционерсен “Волгателеком” уçă обществинчи Н.Табаков, 2008 çулта Турханти психоневрологи интернатĕнчи Л.Сердюков, 2009 çулта районти потребительсен обществинчи А.Носов ĕç сыхлавăн специалисчĕсем хÿтĕленĕ. Вĕсем пурте конкурсра хăйсен профессилле ăсталăхне кăтартнăшăн хаклă парнене тивĕçнĕ.

2010 çулта ĕç сыхлавĕпе йĕркеленĕ конкурсра Чăваш Республикинчи муниципаллă районсемпе хула округĕсем хушшинче Патăрьел районĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2011
00:00
Поделиться