Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çинче эс тимлĕ пул!

Çулталăк пуçланнăранпа районти çулсем çинче тăватă авари пулнă. Вĕсенче тăватă çын аманнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçал çул çинчи инкексен шучĕ те, аманнисемпе вилнисем те сахалтарах. Пĕлтĕр вара çул çинче пулнă инкексенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 12-шĕ аманнă.

Ытти çĕрте çеç мар, çулпа çуран утакансен те, водительсен те культура кирлĕ. Кашни çын çул-йĕр правилине пăхăнсан çеç кĕтмен пăтăрмахсем сиксе тухмĕç. Çапла ан пултăр тесе йĕрке хуралĕнче тăтăшах тĕрлĕрен операцисем, профилактика мероприятисем йĕркелетпĕр. Сăмахран, Тăван çĕр-шыв хÿтĕ-левçин кунне халалласа “Паттăрлăх” эрни иртрĕ. “Милици тата ачасем” уйăхлăх вара пушăн 15-мĕшĕчченех тăсăлать. Çак тапхăрта шкулсенчи ачасемпе тĕл пулу йĕркелетпĕр, çул çинчи тимлĕх, культура пирки сăмах пуçаратпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 марта 2011
00:00
Поделиться