Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Умри тĕллевсене çивĕчлетнĕ

Çак кунсенче ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе тата райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе анлă канашлу иртнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов чи малтанах Республика Президенчĕ М. Игнатьев Координаци канашĕн анлă ларăвĕнче Чăваш Енре право йĕркине çирĕп пăхăнас, коррупцие хирĕç кĕрешес, алкоголизмпа наркомание вырăнсенче сарăлма парас мар тесе ĕçлемелли пирки палăртнă тĕллевсем çинче чарăнса тăнă, Николай Иванович ял поселенийĕсенче çак ыйтусемпе тимлемеллине палăртнă.

Канашлура çурхи уй-хир ĕçĕсем пирки те проблемăсене çивĕчлетнĕ. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула ял хуçалăх отраслĕнче сиксе тухнă йывăрлăхсем кăçалхи çур акине пысăк чăрмав кÿме пултараççĕ. Çавăнпа та йывăрлăхсене парăнтарма мĕн пур майсемпе усă курмалла, пĕрчĕллĕ культурăсен, çĕр улми вăрлăхĕсене çителĕклĕ хатĕрлемелле.

Пĕрлехи анлă канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ И. Дикин ял поселенийĕсенче çуртсене комплекслă , компактлă лартас тĕллевпе йĕркелекен конкурс пирки, бюджет учрежденийĕсенче, ял поселенийĕсенче энергие перекетлес тата энергетика эффективлăхне ÿстерес тĕлĕшпе кăларнă федераллă саккуна мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Канашлура çавăн пекех “Çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес”, “Пурăнмалли çурт-йĕр” тата ытти хăш-пĕр тĕллевлĕ программăсене мĕнле пурнăçласа пыни, 2011 çулхи строительство ĕçĕсем пирки калаçнă.

Канашлура ял поселенийĕсенче çурхи шыв-шур тапхăрне лайăх хатĕрленсе кĕтсе илес, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнассине халăхпа профилактика ирттерес тата ытти ыйтусене те çи-вĕчлетнĕ.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
26 февраля 2011
00:00
Поделиться