Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пулăçсене шартлама сивĕ те хăратайман

Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи пĕвере пулăçсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртнĕ. Шартлама сивĕ куна пăхмасăрах ялти пулăçсем çеç мар, кÿршĕ ялсенчен те, районсенчен те хастарсем йышлăн килнĕ. Ăмăртăва хутшăннисене Па-тăрьел ял поселени пуçлăхĕ А.Моисеев Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламланă, пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă.

Пулăçсен ĕçне жюри тĕрлĕ енлĕ хакланă. Чи-чи пысăк пулла туртса кăлараканни Патăрье-лĕнчи В.Журавлев пулнă. Ун хыççăн Н.Царев иккĕмĕш вырăн йышăннă. Чи пĕчĕк пулă тытассипе вара Пÿртлĕрен килнĕ Н.Сидоров палăрнă. Вăлах пăр шăтарассипе те çĕнтернĕ.

Ăмăрту паттăрĕсене хаклă парнесем парса чыс тунă. Юлашкинчен пурте пĕрле çинĕ техĕмлĕ пулă шÿрпи пурин кăмăлне те кайнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 февраля 2011
00:00
Поделиться