Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Первомайскисем – турнир çĕнтерÿçисем

Çĕнĕ Ахпÿртре Владимир Тукмаков воин-интернационалиста асăнса пăр çинче хоккейла выляссипе йăлана кĕнĕ турнир иртнĕ. Çавăн пекех кунти шкулта Паттăрлăх урокĕ йĕркеленĕ.

Турнира 4 команда хутшăннă. Хĕрÿ вăйăсенче Первомайскисем чăн-чăн ăста выляма пултарнине кăтартса панă, турнир çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çĕнĕ Ахпÿртсемпе Йĕпреçсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

“Чи лайăх хÿтĕлевçĕ” ята А. Ялуков (Çĕнĕ Ахпÿрт), “Чи лайăх бомбардир” ята А. Быков (Йĕпреç), “Чи лайăх тапăнса вылякан” ята Э. Гордеев (Çĕнĕ Ахпÿрт), “Чи лайăх хапхаçă” ята Н. Верликов (Первомайски) тивĕçнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 февраля 2011
00:00
Поделиться