Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Манмастпăр сире, ентешсем!

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Раççейĕпех çĕр-шыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçласа “хĕрÿ” вырăнсенче пуçне хунă салтаксене асăнаççĕ. Кунне те ахальтен суйласа илмен: шăпах çакăн чухне совет салтакĕсене Афганистанран илсе тухнă.

Районти 400 ытла каччă мирлĕ тапхăрта “хĕрÿ” вырăнсенче пулнă: Афганистанра–110, Чечняра–230 ытла.

Чăваш Республикин Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕ умĕнче Афганистанра тата Чечен республикинче пуçне хунă ентеш салтаксене асăнса лартнă палăк патне афганецсемпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Ветерансем çапăçу хирĕнче, таврăнсан йывăр суранĕсене пула куçĕсене хупнă юлташĕсене аса илчĕç, гирлянда хучĕç Районтан 9 çамрăк, Афганистанран–7, Чечняран–2, тăван килне, ашшĕ-амăшĕ патне таврăнайман.

–Пирĕн ентешсем чылай “хĕрÿ” вырăнсенче пулнă, çар тивĕçне кирлĕ шайра пурнăçланă. Çакăншăн пурне те тав сăмахĕ калас килет, –терĕ “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн ĕçченĕ А.Казенов тĕл пулура.




"Авангард" (газета Батыревского района)
26 февраля 2011
00:00
Поделиться