Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасене ăса та вĕрентмелле, воспитани те памалла

Çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ, ăслă-тăнлă ÿсни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку вăл пирĕн шанчăклă малашлăх, çĕр-шывăн çирĕп никĕсĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хальхи вăхăтра вĕрентÿ учрежденийĕсенче çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасран тăтăшах профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Апла пулин те çирĕп йĕркене пăхăнман ачасем тупăнаççех. 2010 çулта çул çитмен ачасем 15 преступлени тунă. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех ют пурлăха, япалана вăрлассипе çыхăннă. Виçĕмçул вара çул çитменнисен 20 преступленине шута илнĕ.

2010 çулта çул çитмен ачасемпе хăш шкулсен ытларах ĕçлеме, тимлĕх уйăрма тивнĕ-ши; Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтăва райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекци начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Л.Комиссарова хуравларĕ:

–Тĕрлĕ сăлтавпа преступлени çулĕ çине тăнă ачасен ĕçĕсене пурне те тенĕ пекех райадминистрацин çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинче пăхса тухнă. Вĕсен ытларах пайне ачасем каçхине тăваççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене каçхине 22 сехет хыççăн хăйсем тĕллĕн урама кăларма юраманнине пĕлеççĕ пулин те çав-çавах çак саккуна пăхăнмаççĕ. 2010 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне Сăкăтра, Нăрваш Шăхалĕнче, Первомайскинче, Турханта, Пикшикре, Пăлапуç Пашьелĕнче, Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшне ЧР административлă право йĕркине пăхăнмалли çинчен калакан саккунăн 24 статйин 3-мĕш пайĕпе айăпланă.

Пĕлтĕр, сăмахран, 6 преступление 19-24 сехетсенче, çиччĕшне вара ирхине 1-5 сехетсенче тунă. 2010 çулта Нăрваш Шăхалĕнчи, Хирти Пикшикри, Туçари, Первомайскинчи вăтам шкулсенче, Па-тăрьелĕнчи ПУ-7ре, Патăрьелĕнчи каçхи шкулта вĕренекен ачасем пĕччен е ушкăнпа преступлени çулĕ çине тăнă. Хура ĕçсен ытларах пайĕ кĕсье телефонне вăрланипе çыхăннă. Аслă Чементи вăтам шкулта вĕреннĕ вун икĕ çулхи арçын ачана вара темиçе хутчен те преступлени тунăшăн иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче Красноармейски районĕнчи Упири ятарлă шкулах яма тиврĕ. Унта пирĕн районтан пĕр ача вĕренет. Çывăх вăхăтра çак шкула Сăкăтри вăтам шкултан яма хатĕрленетпĕр.

Хальхи вăхăтра пирĕн патра 45 ача тĕрлĕ сăлтавпа шутра тăрать. Вĕсем районти 36 шкулта вĕренеççĕ. Çак ушкăнта ытларах Патăрьелсем. Пикшикри, Первомайскинчи, Ишлĕри, Сăкăтри, Туçари тата ытти хăш-пĕр шкулсенчи ачасем те тĕрлĕрен преступлени туса пирĕн списокра тăраççĕ.

Кашни ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех пурнăç çулĕ çине тĕрĕс тăма воспитани памалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 февраля 2011
00:00
Поделиться