Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ПУЛТАРУЛЛИСЕНЕ ПАЛĂРТРĕç

«Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» фестиваль-конференци районти чи пултаруллă вĕренекенсене тата вĕсен наука ертÿçисене кăçалхипе çиччĕмĕш хут пуçтарчĕ.

Ют чĕлхесен секцине хутшăнас кăмăллисем яланхи пекех нумай пулчĕç. Пĕрремĕш тур хыççăн “Чĕлхе пĕлĕвĕ” секцинче–8, “Çĕр-шыв пĕлĕвĕ” секцинче 11 ĕç иккĕмĕш тура тухрĕç. “Çĕр-шыв пĕлĕвĕ” секцинче чи нумай балл пухса Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекен А.Кошелев тата К.Аветисян пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Хальхи пурнăçри чи çивĕч ыйтусенчен пĕрне, «Терроризм» темăна лайăх уçса пачĕç вĕренекенсем. Иккĕмĕш вырăна комисси членĕсем Па-тăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д. Чабатовăпа Н. Андреевăна (вĕрентекенĕ З. Чабатова) пама йышăнчĕç. Хĕр ачасем пиллĕкмĕш класра вĕренеççĕ пулин те, акăлчан чĕлхипе хăвăрт та илемлĕ калаçрĕç. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Р.Ахметовпа Е.Хураськинăн (вĕрентекенĕ Э.Карягина), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти З.Немакаевăн (вĕрентекенĕ Л.Якушева) ĕçĕсене те пысăк хак пачĕç комиссинче ларакансем. Аслă Чементи вăтам шкулта виççĕмĕш класра вĕренекен К.Иванова (вĕрентекенĕ Г.Полякова) ыттисенчен кĕçĕнрех пулин те аван хатĕрленсе пынă конференцие. Вăл ятарлă грамота илме тивĕç пулчĕ.

Чĕлхе пĕлĕвне тĕрĕслекен секцинче ĕç сахалрах пулчĕ пулин те, çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. “Эссе мĕнле çырмалла” темăна Нăрваш Шăхалĕнчи К.Митрофановăпа А.Иванова (вĕрентекенĕ Т.Митрофанова) туллин уçса пачĕç. Иккĕмĕш вырăна тухнă Д.Медведева (вĕрентекенĕ Ф.Югаметова), А.Сорокина, А.Маргинова (З.Чабатова) тата А.Шерезданова (Э.Карягина) акăлчанла тĕрĕс, ирĕклĕ калаçнипе тĕлĕнтерчĕç. Пурте Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Виççĕмĕш вырăна виçĕ ĕç йышăнчĕç: Первомайскинчен А.Козлов (вĕрентекенĕ И.Матюшкина), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К.Головина (Т.Щукина) тата Турханти вăтам шкулти А.Николаева (А.Рыбкина).

Конференци ĕçне пĕтĕмлетнĕ май ра-йонти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен ертÿçи З.Чабатова мала тухнисене тата вĕсен вĕрентекенĕсене чунтан саламларĕ, лайăх ĕçсемшĕн тав турĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2011
00:00
Поделиться