Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни çын ĕçлĕ, уншăн яваплă пултăр

Нарăсăн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем–Чăваш Республикинчи ĕçсĕрлĕхе чакарасси, 2010 çулшăн граждансен тупăш декларацийĕсене тăратасси, Чăваш Республикинче Раççей космонавтикин çулталăкне ăнăçлă ирттересси. Информаци ушкăнĕнче Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, Чăваш Республикин “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э. Аблякимов, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С. Скворцов, Чăваш Республикин финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин вырăнти управленийĕн ертÿçи Н. Константинова пулчĕç.

Мероприятие райадминистрацин структура подразделенийĕсен, организаци, учреждени ертÿçисем, ял-хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Çавăнпа та район пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров пĕрлехи пысăк пухăва аслă канашлу тесех пуçларĕ. Михаил Владимирович чăн малтанах район депутачĕсен Пухăвĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, пĕрлехи вăйпа тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртнине каларĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов районăн 2010 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕ, 2011 çулхи тĕллевсем пирки доклад турĕ. (Унпа 2-страницăра паллашма пултаратăр.)

Тĕп доклад хыççăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Родина” хуçалăх ертÿçи В. Синеев ял хуçалăх отраслĕнчи хăш-пĕр ыйту пирки тухса калаçрĕ. Владимир Федорович çĕр пулăхлăхне ÿстерес тĕллевпе малашне хуçалăхсенче органика удобренийĕсемпе усă курни вырăнлăрах пулнине, ку тĕлĕшпе патшалăхран дотаци пулăшăвĕ кирлине каларĕ. Тепĕр ыйту та хускатрĕ вăл. Вырăнсенче (ăна арендăна паракансем), çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухакан граждансем, кĕтÿ çÿретмелли çĕр лаптăкне кĕртмеççĕ. Налукне вара хуçалăхăн тÿлемелле. Тен, ăна муниципалитета куçармалла;

Малалла тĕп докладра тата кун йĕркинчи ыйтусене Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина çивĕчлетрĕ, ял хуçалăх çулне пĕтĕмлетрĕ. Правительство представителĕ малашне Патăрьелсен пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас, социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне тирпейлесе тăрас, çĕнĕ урамсене электрификацилес, ял поселенийĕсенче гидротехника сооруженийĕсене кирлĕ пек пăхса тăрас, патшалăх паракан кредит ресурсĕсемпе туллин усă курас, вырăнсенче çĕрсене регистрацилессипе хастартарах ĕçлес тата ытти ыйтусене хускатрĕ. Информаци ушкăнĕн ертÿçи Э. Аблякимов хăйĕн сăмахне Чăваш Республикинче ĕçсĕрлĕхе чакарасси пирки пуçарчĕ.

– Кашни çыннăн яваплă ĕç пулмалла. Уншăн ăна вăхăтра тÿлемелле, хавхалантармалла, налукĕпе те вăхăтра татăлмалла. Налук культури пысăк шайра пулсан çеç бюджет пуянланĕ, – терĕ вăл.

Çак шухăшах хăйĕн сăмахĕнче Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш инспекцин ертÿçин çумĕ Г. Филиппов малалла тăсрĕ, 2010 çулшăн граждансем тупăш декларацийĕсене тăратмалли пирки çирĕп каларĕ, хăш-пĕр налук çăмăллăхĕсемпе паллаштарчĕ.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр граждансене ĕçлĕ тăвас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсемпе ĕçлет. Асăннă центр урлă çынсене хушма вĕрентÿ, квалификацие ÿстермелли курссене яраççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал та хушма кадрсем хатĕрлессипе тимлĕ. Кун пирки халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М. Сепперов паллаштарчĕ.

Информаци ушкăнĕ Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче, Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче, районти тĕп больницăра, Патăрьелĕнчи ПУ-7-ре, улма-çырла питомникĕнче, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче пулчĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Юлашкинчен граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 февраля 2011
00:00
Поделиться