Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

БИЗНЕС ПРОЕКТСЕМ ХАТĕРЛЕççĕ

Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынипе харпăр хăй ĕçне йĕркелеме кăмăл тунă ĕçсĕр граждансен бизнес планне ĕç ушкăнĕ пăхса тухнă. Пурĕ 21 проекта тишкернĕ. Кунта выльăх усрассипе кăна мар, вĕлле хурчĕсем, кроликсем ĕрчетессипе, çавăн пекех ăшă системине, шывпа тивĕçтерессине, канализаци кăларассине монтаж тăвасси, парикмахерски уçасси пирки те проектсем пулнă.

2011 çулта ĕçсĕр 66 граждан харпăр хăй ĕçне уçма пултараççĕ. Патшалăх вĕсене каялла тавăрса памалла мар субсиди парса пулăшĕ. Паяна вара бизнесра вăй хума 90 çын ĕмĕтленет, çавна май комиссин пысăк тимлĕхпе кашни проекта пăхса тухма, район экономикишĕн пĕлтерĕшлисене суйлама тивет.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
19 февраля 2011
00:00
Поделиться