Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасемшĕн нимĕн те шеллемĕн

Республикăра “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон малалла пырать. Районти чылай организаци, предприяти, учреждени коллективĕсем, уйрăм çынсем республикăри ача-пăча фондне укçа куçарса параççĕ. Пулăшу укçи йывăр шăпаллă çемьесене, тăлăх, инвалид ачасене социаллă, медицина пулăшăвĕ пама, вĕсем сывлăхлă та тĕреклĕ ÿсчĕр тесе ырă ĕç тума кайĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, Чăваш Республикинчи ача-пăча фондĕнчен районти пĕчĕк тупăшлă çемьесене 58 пин тенкĕ парса пулăшнă. Ачасен малашлăхĕшĕн çакнашкал алă тăсса пани малашне те пулĕ.

Ыр кăмăллăх марафонне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те хастар хутшăнаççĕ. Нарăсăн 16-мĕшĕ тĕлне районти 17 организаци, предприяти коллективĕ марафон счетне пулăшу укçине куçарма ĕлкĕрнĕ. Çак ĕç пирĕн районта малашне те ăнăçлă йĕркеленсе пырасса шанас килет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 февраля 2011
00:00
Поделиться