Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕлтĕр йĕрĕ хавхалантарĕ

ВЫРСАРНИКУН, нарăсăн 12-мĕшĕнче, шăп та лăп 12 сехетре “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012” массăллă чупу пуçланать. Йăлана кĕнĕ спорт уявне яланхи пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕ те хастар хутшăнĕ. Ытти çулсенче те тăватă пине яхăн спортсмен йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнине шута илсен, кăçал та çĕршыв шайĕнче йĕркелекен спорт уявне хапăл тăвакансем сахалах пулмĕç. Старта ватти те, вĕтти те тăрĕ. Патăрьелĕнче ăмăрту тĕп стадионта иртет. Тăрăнсемпе Çĕнĕ Ах-пÿртсем, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи “Олимпа” пухăнма кăмăл тунă. Ытти ял тăрăхĕсем хăйсем кăмăллакан вырăнсене пухăнĕç. Пуриншĕн те хаваслă старт, ăнăçлă финиш çеç пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 февраля 2011
00:00
Поделиться