Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел спортсменĕсем те палăрнă

Нумай пулмасть Шупашкарти “Спартак” спорт комплексĕнче каратэ енĕпе “Çĕнĕ ăру” фестиваль иртнĕ. Турнира Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи, Мордва Республикинчи Рузаевка, Саранск хулисенчи, Етĕрнепе Патăрьел райо-нĕсенчи çамрăк спортсменсем хутшăннă.

Спортăн çак енĕпе аталанса çитĕнÿ тăвакансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал мар. Фестивале Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнчи “Такуан” спорт клубĕн членĕсем те хастар хутшăннă. 7-10 çулсенчи çамрăк спортсменсем хушшинче Ильфат Вахитов каратист иккĕмĕш, Николай Бородкин виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 января 2011
00:00
Поделиться