Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ: вăхăт пулăмсем, çынсем

Кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕ – Нăрваш Шăхалĕнче чăваш поэтесси, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Нежип Вазыл ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Васильевна Сарпи (Бородкина) çуралнăранпа 60 çул çитрĕ.

Кăрлач уйăхĕн 12- мĕшĕ – Нăрваш Шăхалĕнче юрăç, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ тата ытти сумлă фестивальсен лауреачĕ Клара Ивановна Чекушкина çуралнăранпа 70 çул çитрĕ.

Нарăс уйăхĕн 8- мĕшĕ – Патăрьел район хаçачĕ “Авангард” (“Паянхи сас”) тухма пуçланăранпа 80 çул.

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕ – 40 çул каялла “Гвардеец” колхоза Ленин орденĕпе наградăланă.

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕ – Сăкăтра Чăваш халăх писателĕ, общество деятелĕ, Чăваш, Удмурт, Тутар, Мари Республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм чăвашсен И. Яковлев ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ, халăхсем хушшинчи Шолохов премийĕн лауреачĕ, Удмурт халăхĕн К. Герд ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм тĕнчери ООН “Ылтăн медаль” премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм тĕрĕксен “Тĕрĕк тĕнчи умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм тĕнчери К. Симонов ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Мускаври патшалăх гуманитари университечĕн хисеплĕ профессорĕ Михаил Николаевич Юхма (Ильин) çуралнăранпа 75 çул. Вăл 200 ытла кĕнеке кăларнă, унăн хайлавĕсене тĕнчери 100 ытла чĕлхепе вулаççĕ.

Ака уйăхĕн 11-мĕшĕ – Патăрьелĕнче фольклорист, педагог, профессор, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Правительствин “Раççей чун-чĕри” премийĕн лауреачĕ, “Уяв” ансамбль ертÿçи Зинаида Алексеевна Козлова çуралнăранпа 65 çул.

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕ – Сăкăтра К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ, “Чĕнтĕрлĕ чаршав” конкурсра “Чи лайăх арçын рольне калăплакан” номинаци çĕнтерÿçи Александр Николаевич Кураков çуралнăранпа 50 çул.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ – 175 çул каялла Тутар Сăкăт, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Шăнкăртам, Ыхра Çырми тата ытти хăш-пĕр ялсене хресченсен пăлхавне пусарма Раççей юстици министрĕ Лобанов-Ростовский генерал-адъютант ертсе пынипе çар ушкăнĕ килнĕ пулнă.

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ – Туçара пукан йăтассипе СССР спорт мастерĕ, Раççей кубокĕн çĕнтерÿçи, Европа чемпионĕ, тĕнче кубокĕн, тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, рекордсен Гиннес кĕнекине кĕме тивĕçлĕ пулнă Борис Николаевич Глинкин çуралнăранпа 50 çул.

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ – Пăлакассинче журналист, писатель, çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, П. Осипов ячĕллĕ тата Пĕтĕм чăвашсен И. Яковлев ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ, Чăваш Республикин искусствăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Арсений Алексеевич Тарасов çуралнăранпа 55 çул.

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕ – Нăрваш Шăхалĕнче ученăй, философи наукисен докторĕ, профессор, Чăваш АССРĕн тата РСФСРăн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Владимир Иванович Чекушкин çуралнăранпа 75 çул.

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ – Тăрăнта поэт, прозаик, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Илья Петрович Думилин (1911–1942) çуралнăранпа 100 çул.

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ – Шăнкăртамра театрпа кино артисчĕ, Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Грузи халăх артисчĕ Станислав Юрьевич Садальский çуралнăранпа 60 çул.

Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕ – Шăнкăртамра парти деятелĕ Герольд Михайлович Алексеев çуралнăранпа 70 çул. Вăл республикăн культура министрĕнче, Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн ертÿçин çумĕнче ĕçленĕ.

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕ – Тикешре чĕлхеçĕ, филологи наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анисса Павловна Алексеева çуралнăранпа 70 çул.

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕ – Çĕньялта патшалăх деятелĕ, архивист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Васильевич Выйкин çуралнăранпа 65 çул.

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕ – Çĕнĕ Ахпÿртре писатель, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, философи наукисен кандидачĕ, Раççей писателĕсен 12 съезчĕн делегачĕ Юлия Александровна Силэм çуралнăранпа 60 çул. Вăл 10 ытла кĕнеке авторĕ.

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕ – Туçара производство ертÿçи, Чăваш АССРĕн вĕрентÿ тата ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ, халăх академикĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Геннадий Федорович Мулюков (1926–2010) çуралнăранпа 85 çул. Вăл 16 çул “Гвардеец” колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Кĕнекесем те кăларнă.

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕ – Кивĕ Катекре писатель, строитель, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ строителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Геннадий Сергеевич Игнатьев çуралнăранпа 60 çул. Вăл хальхи вăхăтри ООО “Волэлектропроект” генеральнăй директорĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 января 2011
00:00
Поделиться