Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Грипп чирĕнчен сыхланмалла

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ тата Патăрьел территори уйрăмĕнчи специалисчĕсем грипп тата респираторлă вирус инфекцийĕсем (ОРВИ) тĕлĕшпе эпидемиологи лару-тăрăвне тĕрĕслесех тăраççĕ.

Кашни эрнере республикăра респираторлă вирус инфекцийĕпе 5300–5830 çын чирлет, ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче тĕл пулать. Пирĕн районта çĕнĕ çулта çак чирпе кăрлач уйăхĕнче 60 çын аптăранă.

2010 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сезон грипĕнчен сыхланас тĕлĕшпе 7121 çынна прививка тунă, пандеми грипĕнчен 7213 çын.

Грипп мĕнле чир-ха ; Вăл хăвăрт пуçланакан инфекци. Чир сарăлни çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнусенче пулнипе, шăнса пăсăлнипе çыхăннă. Грипп тăруках пуçланать. Пĕр кĕтмен çĕртен çын хăйне япăх туйма пуçлать, вăй-хал чакать, шăнтать, пуç, мышцăсем, сыпăсем ыратаççĕ, ÿт температури 38-40 градуса çитет. Унтан типĕ ÿслĕк пуçланать, сунаслаттарать, пыр ыратать, куççуль юхать. Аслă ăрури çынсемшĕн, иммунитет вăйсăрланнисемшĕн, чир-чĕр пуррисемшĕн вăл уйрăмах сиенлĕ. Пĕчĕк ачасемшĕн грипăн хăш вирусĕ те çĕнĕ, çавна май вĕсем ăна йывăррăн чăтса ирттереççĕ тата чылай хушă сипленме тивет.

Грипăн малтанхи паллисем палăрсанах медицина пулăшăвĕ ыйтмалла, килти режима пăхăнмалла. Сунасланă, ÿсĕрнĕ чухне пĕр хут усă курмалли сăмса тутрипе хÿтĕленмелле, ун хыççăн ăна урăх усă курмалла мар. Санитарипе гигиена правилисене çирĕп тытса тăмалла, пÿлĕмсене час-часах уçăлтармалла, таса, уçă сывлăшра ытларах пулмалла. Апат рационĕнче С витаминпа пуян пахча çимĕç пулмалла.

Грипп, ОРВИ сарăлнă вăхăтра кашнин хăйне упрама тăрăшмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 января 2011
00:00
Поделиться