Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекен çулталăкне пĕтĕмлетнĕ (

Кăрлачăн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртсе кайнă Вĕрентекен çулталăкне пĕтĕмлетсе савăнăçлă мероприяти йĕркеленĕ. Чыслава район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов, районти вĕрентÿ работникĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ А.Пирогов хутшăннă, педагогсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, малашнехи ĕçре çитĕнÿ суннă.

Савăнăçлă мероприятие чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ тата пуянлатнă. Вĕрентекен çулталăкне пĕтĕмлетекен уяв асра юлмалла иртнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2011
00:00
Поделиться