Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсен ĕçĕнче оперативлăх пысăк пĕлтерĕшлĕ

Районти ведомствăра тăман хурал пайĕ йышĕпе пысăк мар: сакăр милиционер, тăватă электрик, çавăн чухлех пульт умĕнче ларакан дежурнăй. Хальхи вăхăтра çак ушкăна хурал пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан В.Анюров ертсе пырать.

Вĕсен служба ĕçĕ питĕ пысăк оперативлăхпа çыхăннă. Сменăри милиционерсемпе диспетчерсемшĕн хăйсен хурал хÿтлĕхне илнĕ объектсенче сигнализаци ĕçлесе кайсан 2-3 минут хушшинчех ыйтăва татса парасси–тĕп тĕллев. Милици сотрудникĕсем çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлени кăмăллă. Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи “Лидер” магазина вăрăсем çаратма кĕме пуçланине те ведомствăра тăман хурал пайĕн ĕçченĕсем вăхăтра сиссе, çитсе ĕлкĕрнипе сыхласа хăварнă. Сменăра А.Сорокинпа Л.Зайцев милиционерсем, А.Никитина диспетчер пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2010
00:00
Поделиться
;