Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Умлă-хыçлă икĕ йĕкĕреше регистрациленĕ

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче умлă-хыçлах икĕ йĕкĕреш ачасене регистрацилесе свидетельствăсем панă. Вĕсенчен пĕри Сăкăтри Бакашинсен çемйи. Алексей Николаевичпа Ольга Геннадьевна хăйсен йышне харăсах икĕ хĕрача– Иринăпа Марина хутшăннăшăн çав тери хĕпĕртенĕ. Кзыл Камышри Шепеевсен çемйине те иртсе пыракан çул пысăк парне тунă. Руслан Минкадировичпа Алсу Миннивилеевнăн хĕрачапа арçын ача çут тĕнчене килнĕ.

Çемьен малтанхи савăнăçне Дияз тата Динара тесе ят панă. Çамрăксене çемьери пысăк телейпе район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О.Гусарова саламланă, пепкесене сывă та тĕреклĕ çитĕнтерме ырă суннă.

Тигр çулталăкĕнче вара Юхмапа Пăла тăрă-хĕнче 467 ача çуралнă, вĕсенчен çичĕ йĕкĕреш. Çуралакансенчен 243-шĕ арçын ача, 224-шĕ хĕр ача.

Çулталăк тăрăшшĕпе 611 çын вилнĕ. Вилекенсенчен ытларах пайĕ – арçынсем.

Вăтам пурнăçа илес пулсан, хĕрарăмсем вăтамран 77, арçынсем 64 çул пурăнаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2010
00:00
Поделиться