Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Оперăпа балет театрĕнчи пысăк елкăра савăннă

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă çулсеренех тĕрлĕ ушкăнти ачасем тĕп хуламăрти елкăра савăнаççĕ. Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче Хĕл Мучипе Юрпике хутшăнакан пысăк уяв раштавăн 25-мĕшĕнче пуçланнă. Капăр чăрăш тавра юрласа-ташлама чăн малтанах сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисем пуçтарăннă. Пирĕн районтан унта вуннăн хутшăннă. Çĕнĕ çул уявĕ раштавăн 29, 30-мĕшĕсенче те малалла тăсăлнă. Çак кунсенче вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал тупăшлă, йывăр шăпаллă çемьесенчи вăтăр ача Хĕл Мучипе Юрпике парнине тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2010
00:00
Поделиться