Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ХĕЛ МУЧИ ПАРНИШĕН – ĂМĂРТУ

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетес енĕпе тĕрлĕ енлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче аслă классем хушшинче Çĕнĕ çул умĕнхи Хĕл Мучи парнишĕн волейбол турнирĕ йĕркелерĕмĕр. Турнирта ултă команда тупăшрĕç. Уйрăмах 9 б класспа 11 е классем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Вăтаммисем епле тăрăшсан та аслисене çĕнтереймерĕç.

Вăйă техникине пĕлсе йĕркеленĕрен 10 г класс çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене 10 е класпа 11 г классем пайларĕç.

“Чи лайăх тапăнса вылякан” ята А.Козлов (10 г) тивĕçрĕ. “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ”–Д.Поляков ( 11 г класс), “Чи лайăх пас паракан” 10 е класри Э.Тихонов пулчĕ. 11 е классем вара хăйсен командине кашни вăйăрах тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Çĕнтерÿçĕ командăна директор çумĕ С.Кальметов Хĕл Мучи парнине–пысăк тортпа Хисеп грамоти парса чыс турĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2010
00:00
Поделиться