Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ФИЗКУЛЬТУРА УЧИТЕЛĕ ПУЛМАХ çУРАЛНĂ

Классика мелĕпе йĕлтĕрпе ярăнмалли йĕр тăвас тесе темиçе хутчен те тухса пăхрĕç Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем. Анчах кăлăхах. Юр çуса лартать те йĕре хуплать. Хĕлĕн пĕр уйăхĕ хыçа юлчĕ пулин те кăмăл килениччен ярăнни пулмарĕ-ха. Хоккей площадки те ĕç аллисене кĕтсех тăрать. Çу каçипех çумăр çумарĕ пулин те пĕр кун хушшинчех темиçе талăклăх юр çуни савăнтарать те, пăшăрхантарать те.

350 ачана яхăн вĕренекен шкулта спортăн тĕрлĕ енĕпе ĕçлемелĕх пур. Уроксене ирттернипех çырлахмаççĕ кунти физкультура учителĕсем. Волейбол, çăмăл атлетика, футбол, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцийĕсем ĕçлеççĕ. Юлашки çулсенче хоккей аталанса пырать. Йĕлтĕр спорчĕн кăтартăвĕсем лайăх. База та тĕреклĕ. Çавна май район шайĕнчи ăмăртусем те чылайăшĕ Первомайскинче иртеççĕ. Хуçасем çухалса тăмаççĕ. Çулран-çул çĕнтерĕве алăран ямаççĕ. Ăруран-ăрăва куçса пырса вылякан вăйăсем йăлана кĕнĕ.

Кунтан вĕренсе тухнă Ю. Ендеев, Ю. Шуряков, А. Деверинская, Н. Кузьмин призĕсемшĕн тупăшăва тухаççĕ. Аслисен ырă тĕслĕхне çамрăксем çĕнетсе пыраççĕ. Паянхи кун П. Шашкин, Д. Емельянов, Н. Верликов, М. Такташкина ытти ачасене те спорта анлăн явăçтарма пултараççĕ. А. Федоров, А. Чернышев аслă вĕренÿ заведенийĕсенче спорт енĕпе пĕлÿ пухаççĕ. С. Андреева çăмăл атлетикăпа лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ. Ю. Никитин олимп резервĕсен училищинче биатлон енĕпе пысăк ăмăртусене хутшăнма хатĕрленет.

–Спорт хастаррисене, хăюллисене, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултаракансене юратать, – тет физкультура учителĕ В. Матюшкин.

Шашкинсен, Такташкинсен çемйисем ачисемпе пĕрле спортзала, стадиона çÿреме ÿркенменнине çирĕплетет. Л. Шашкин тата ыттисем спонсорла пулăшу парса пулăшнишĕн хĕпĕртет. Вăл та кирлĕ-çке. Çулталăка миçе ăмăрту иртет. Çĕнтерÿçĕсене кашнийĕшĕнчех хавхалантармалла.

Спорта юратманнине те çак çул çине тăратма пултарать Владимир Васильевич. 23 çул педагогра ĕçлесе тивĕçлĕ хăнăху илнĕ вăл.

–Çитĕнÿ тăвас тесен хăвăн тĕслĕх пулмалла. Тренировкăсемсĕр ăмăртăва каяймастăн. Ачасемпе пĕрле чупма, выляма пĕрре те ÿркенмелле мар, – тет В. Матюшкин.

Сителте пуçламăш классенче вĕреннĕ вăл. Унтан Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула çÿренĕ. Ялпа ял хушшинчи çул пĕрер чупмалăх çеç пулнă уншăн. Тăхăр класс хыççăн вара Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ. Çар ретĕнче пулнă. Унтан таврăнсан шкула ĕçлеме вырнаçнă, аслă пĕлÿ илнĕ.

Мăшăрĕ те çак коллективрах вăй хурать Владимир Васильевичăн. Ирина Николаевна ют чĕлхесене вĕрентет. Икĕ ача çитĕнтерет çемье. Катя вуннăмĕш, Денис пĕрремĕш класа çÿреççĕ.

Спорта чунтан юратни калаçуранах сисĕнет В. Матюшкинăн. Ахальтен пулмасан вăл çăмăл атлетика, йĕлтĕр, хоккей, волейбол ăмăртăвĕсем çинчен итлесе ларакана çăвар уçмасăр шухăша каймалла каласа пама та пĕлмен пулĕччĕ. Ĕçне кура хисепĕ те пур педагогăн. Район, республика шайĕнчи Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем çителĕклех. Тепĕр тесен призерсем хатĕрлени хăех кăтарту мар-и-ха.

Аслă категориллĕ специалист районти физкультура учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи те. Çавна май вырăнта уçă уроксем сахал мар ирттерет В. Матюшкин. Вĕсене сÿтсе явассине пĕрле йĕркелет.

Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕтсемпе кĕтсе илет Владимир Васильевич. Шкул ачисем район шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерессин процент шайне ÿстерсе пырассишĕн тимлет. Халĕччен тĕл-леве пурнăçламанни пулман унăн. Малашлăхра та çаплах пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2010
00:00
Поделиться