Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туçа шкулне – 170 çул

Туçари вăтам шкула 1840 çулта уçнă. Нумаях пулмасть вăл 170 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Савăнăçлă мероприятие шкултан вĕренсе тухнисем, кунта ĕçленисем тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç. Уява шкул директорĕ П.Шашкин уçрĕ. Вăл пĕлÿ çурчĕн историйĕпе, хальхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

170 çул... Çак тапхăрта Туçа шкулĕ мĕн-мĕн кăна курман-ши? Выçлăх çулсем, вăрçăсем, апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерме, ачасене тулли пĕлÿ пама май тупнă. Икĕ пине яхăн вĕренекен шкул пĕтернине çи-рĕплетекен аттестат илнĕ. Кĕçĕн класра кăна пĕлÿ илнисем, 9-мĕш (унччен 8 пулнă) класс хыççăн ытти вĕренÿ учреждение кайнисем тата миçен! Икĕ ĕмĕре яхăн тапхăрта тĕрлĕ çулсенче 300 ытла учитель ĕçленĕ. Хăшĕ-пĕрин стажĕ 30-45 çула та çитнĕ.

Хальхи вăхăтра Туçа шкулĕнче 200 ытла ача ăс пухать, Тутар Тимешĕнчен, Анат Туçаран, Кивĕ Ахпÿртрен, Козловка-Пăлакассинчен кунта çÿреççĕ. Вĕсене пĕлÿ парассишĕн 23 вĕрентекен тăрăшать, пурте аслă пĕлÿллĕ, аслă е пĕрремĕш категориллĕ. Учителĕн ĕçне вĕренекен урлă хаклама пулать. Çулсерен выпускниксенчен 63-68 проценчĕ аслă шкулсене кĕреççĕ. Аттестатпа пĕрле ылтăн е кĕмĕл медаль илекенсем те пур. Паяна вĕсен шучĕ 44 çитнĕ. Район, республика, Раççей шайĕнче иртекен олимпиадăсене, ăмăртусене, конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнисем те чылайăн.

Шкул хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. 2000 çулта республикăра иртнĕ “Çулталăк шкулĕ” лауреачĕ пулса тăнă. Çавăн чухнех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 2006 çулта республикăри чи лайăх 33 шкул хушшинче Туçари вăтам шкул та пулнă: Раççей Федераци Президенчĕн грантне–пĕр миллион тенкĕ–çĕнсе илнĕ. Çитĕнĕвĕсем тата нумай, вĕсене асăнса пĕтерме те çук.

Шкулăн 170 çулхи юбилейне кашни класс тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хăнасене вĕренекенсем, учительсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ курав йĕркеленĕ.

Туçа шкулĕ кунтан вĕренсе тухнисемпе, халь ăс пухакансемпе савăнма пултарать. Эпир вара, çак шкулта пĕлÿ илнисем, унпа мухтанатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2010
00:00
Поделиться