Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Професси пирки халех шутламалла

Самана вĕрентекен умне çĕнĕрен те çĕнĕ кăткăс ыйтусем лартать.

Анчах хуравне тупмаллах. Çитĕнекен ăру пĕлÿ илес тĕллевпе пырать-çке шкула. Вĕсем вара професси илсе ÿсĕм çулĕпе малалла каясшăн. Мĕнле специальность суйласа илмелле-ха; Хăшĕ кирлĕреххи; Тĕрĕс утăм туни малашлăха çул уçатех. Диплом илнĕ çĕре шăпах кирлĕ çын пулни паха.

Хальхи вăхăтра нефть промышленноçĕнче ĕçлекенсене хаклаççĕ. Çавăн пекех нанотехнологи питĕ кирлĕ тата пысăк тÿлевлĕ специальность. Наноинженер та пулма пулать.

Нанотехнологине пурнăçа кĕртнĕ май, ученăйсем пĕлтернĕ тăрăх, çыннăн ĕмĕрне тăсма пулать. Почта марки пысăкăш япалапа юн анализне тишкерме пултараççĕ.

Химиксем, физиксем уйăха 6 пинрен пуçласа 18 пин тенкĕ таран ĕç укçи илеççĕ пулсан, нанотехнологсен тÿлевĕ 30000 тенке те капашать. Çак специальноçа алла илес тесен хими, физика, математика предме-чĕсене, техника схемине, молекулярлă биологине тĕплĕн пĕлмеллех.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2010
00:00
Поделиться