Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пиротехника хатĕрĕсемпе асăрхануллă пулăр

Хальхи вăхăтра кашни кунах ача-пăча учрежденийĕсенче, шкулсенче, коллективсенче Хĕл Мучипе Юрпикене кĕтсе илсе елка тăваççĕ, савăнаççĕ. Анчах та çулталăкне пĕр хутчен килекен пĕтĕм халăх уявĕ кăмăллă, асра юлмалла, пăтăрмахсăр ирттĕр тесен пиротехника хатĕрĕсемпе, илемлĕн сирпĕтсе çутакан çуртасемпе усă курнă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла, йĕркене пăхăнмалла, мĕншĕн тесен час хыпса илекен хатĕрсенчен пушар тухса инкек кăтартма та пултарать, çынсем алă-урине, пит-куçне суранлатас хăрушлăх та пысăк. Çавăнпа та çул çитмен ачасене аслисен пиротехника хатĕрĕсемпе хăйсем тĕллĕн усă курма ирĕк памалла мар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2010
00:00
Поделиться