Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Настя Прокопьеван спортри çитĕнĕвĕ савăнтарать

Раштавăн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта пирĕн районтан çамрăк спортсменка Н.Прокопьева хутшăннă. Настя маларах Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех хĕрача спорта чун-чĕрипе парăнни сисĕннĕ. Халĕ вара вăл Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре пĕлĕвне малалла тăсать.

Президент кубокĕшĕн пынă ăмăртăва ытти регионтан та спортсменсем хутшăннă. Настя Прокопьева 300 метрлă дистанцие чупса хăйĕнчен аслăрах чылай спортсменсене хыçала хăварнă, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2010
00:00
Поделиться