Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăка пĕтĕмлетнĕ

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов район администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе иртсе пыракан çулталăкри юлашки канашлăвне ирттернĕ. Унта 2010 çула пĕ-тĕмлетнĕ, ăна ăнăçлă вĕçлес пирки калаçнă.

Çулталăка пĕтĕмлетекен канашлура район тата ял поселенийĕсен бюджечĕсене пахалăхлă пурнăçлас, хĕллехи тапхăрта автоçулсене, утма çулсене юртан вăхăтра тасатса тăрас ыйтусене те хускатнă. Çавăн пекех Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ вăхăтра пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас, çав тĕллевпе дежурство йĕркелес ыйтусене те çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2010
00:00
Поделиться