Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çултан çĕнĕ хаксене пурин те хăнăхмах тивĕ

Çывхарса килекен Кролик çулталăкĕнчен пурте ыррине, çĕннине çеç кĕтет. Кашни çын япăххи, хуйхи-суйхи хыçа юлтăр та Çĕнĕ çула пысăк кăмăлпа пуçлас тесе ĕмĕтленет. Анчах мĕнпур лайăххипе пĕрлех çĕнĕ хаксене те хăнăхма тивет. Çăкăр-тăварĕ те, ытти юр-варĕ те кивĕ хакпа пулмĕç... Электроэнергипе усă курасси те пĕрремĕш тапхăрĕ кăрлачран, иккĕмĕшĕ вара ака уйăхĕнчен ÿсессине маларах пĕлтерчĕç. Район центрĕнче патшалăх шывĕпе усă куракансемшĕн те тариф урăхланĕ. Çĕнĕ çулччен пĕр кубла метр шывпа усă курнăшăн 12 тенкĕ те 48 пус тÿленĕ, малашне 17 тенкĕ те 11 пус пулĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 декабря 2010
00:00
Поделиться