Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Айăпланинчен ытла ача тĕрĕс çул çине тăни паха

Район администрацийĕ çумĕнче çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р.Селиванов ертсе пычĕ.

Комисси членĕсем кун йĕркинчи виçĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Чи малтанах çул çитмен ачасем административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан пилĕк ĕçе пăхса тухрĕç. Тĕрĕссипе вара вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнипе, воспитани паманнипе, ачасене сăнаса тăманнипе çыхăннă. Вăхăтра ачасене кирлĕ пек тимлĕх уйăрнă пулсан, Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти 7 класра вĕренекен ача та килĕнчен тухса кайса хăйĕнчен самай аслă арçынсемпе сăмакун ĕçсе пуçне çавăрмĕччĕ, Кивĕ Катекре пурăнакан 15 çулти хĕрача та кафере хаяр шĕвеке ÿсĕрĕличченех “тутанмĕччĕ”, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти выпускник та пĕр сăлтавсăр уроксене 52 сехет таран сиктермĕччĕ тата ытти те. Комиссинче пăхса тухнă çул çитмен ачасем хальлĕхе пысăк преступлени туса йĕрке хуралçисен аллине çакланман. Анчах ашшĕ-амăшĕн, учительсен çакна манса каймалла мар: усал çул çине тăма ĕлкĕрнĕ çамрăксем хамăр сыхă пулмасан унта кирек хăш вăхăтра та çитме пултараççĕ. Лайăххипе начарри хушшинче яланах пĕр утăм çеç. Çавăнпа та комиссинче ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн ашшĕ-амăшне саккунпа килĕшÿллĕн айăпласа штраф пани–малалла лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Ăспа çирĕпленсе çитеймен ачасене хÿтлĕхе илсе тĕрĕс çул çине тăма пулăшмаллах. Комисси председателĕ Р. Селиванов комиссие чĕнтернĕ ашшĕ-амăшне çак шухăшсене пусарсах каларĕ. Ларура районти тĕп больницăри Н. Надина врач-нарколог çул çитмен ачасем наркомани, алкоголизм еннелле ан туртăнччăр, ăс-тăна улăштаракан тĕрлĕрен хатĕрсемпе усă ан курччăр тесе мĕнлерех профилактика ĕçĕсем ирттернипе паллаштарчĕ. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пысăк хăрушлăх çук темелле. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра Патăрьелĕнчи тĕп больницăри наркологи кабинетĕнче çул çитмен 22 ача шутра пулнă, кăçал вара çичĕ ача . Анчах çак факт каллех лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар, профилактика субъекчĕсен пур майсемпе усă курса çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç еннелле туртăнтармалла.

“ Ку тĕлĕшпе чăн малтан вĕрентекенсен, уйрăмах физкультура учителĕсен, ырă тĕслĕхлĕ пулмалла. Шкулта, вĕрентекенсен умĕнче чикарккă туртмалла мар” текен шухăш патне тухрĕç комисси членĕсем çак ыйтăва сÿтсе явнă май.

Ларура çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин 2011 çулхи ĕç планне, ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 декабря 2010
00:00
Поделиться