Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял хуçалăх ĕçченĕсене чысларĕç

Кăçалхи çанталăк çĕр çыннишĕн кăмăллах пулмарĕ: маларах шартлама сивĕсем кĕрхисене пĕ-терчĕç, кайран çунтаракан шăрăха пула тыр-пул тухăçĕпе савăнтараймарĕ. Çапах та хресчен пуçа усмарĕ, сĕтелĕмĕр çăкăр-тăвартан ан татăлтăр тесе ырми-канми тăрăшрĕ.

Паян шăпах вĕсене чыслас шутпа Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Ĕçре палăрнисене Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем пачĕç, юрă-ташăпа саламларĕç.

Уяв мĕнлерех иртни пирки çитес номерте тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2010
00:00
Поделиться