Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халĕ те «кĕмĕл» хисепре... (

Авал, патша саманинче, ача çуралсассăн ылтăн-и е кĕмĕл-и тесе ыйтнă. Çакă ывăл е хĕр тенине пĕлтернĕ. Ун чух кашни арçын ача пуçне çеç çĕр уйăрса панă-çке. Çавна пулах пуль килте «кĕмĕл туянсассăн» çĕр ĕç çынни савăнсах кайман.

Шĕкĕр Турра, ун пек йывăр самана иртсе кайнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра ялта арçын çеç мар хĕрарăм та хисепре. Вĕсен ячĕпех Пĕтем тĕнчери çĕр ĕçĕпе пурăнакан хĕрарăмсен кунне паллă тăваççĕ. Ăна 2008 çултанпа ООН йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн уявлама палăртнă. Çак йышăну питĕ тĕплĕн шухăшласа, килĕшсе тунă утăм. Унта ял хĕрарăмĕ çĕр-шыва аталанма пысăк пулăшу кÿнине, вĕсене пулах ял хуçалăхлă районсенчи экономика самай лайăхланнине, çĕр ĕç çыннин малашнехи пурнăçне аванлатассишĕн нумай тăрăшнине шута илнĕ.

Чăнах та, кулленхи пурнăçра хĕрарăмсăр май çуккине туятпăр. Уй-хирте е пахчапа садсенче вăй хумалла-и пур çĕрте те вĕсен алли кирлĕ пулни сисĕнет. Çĕр ĕç хĕрарăмĕ арçынпа танах утă та çулать, вутă та çурать. Фермăсемпе выльăх ĕрчетекен комплекссенче те ытларах аннесемпе аппасен сассисем илтĕнеççĕ. Юлашки çулсенчи статистика палăртнă тăрăх, кооперативсемпе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен уйĕсенче утмăл процент ытла хĕрарăмсен бригадисем çеç вăй хуни паллă. Çакă арçынсенчен нума-йăшĕ пысăк укçа шыраса Мускав тăрăхнелле кайнипе çыхăннă. Ку сăлтава пулах тутăрлисен хулпуççи-йĕсем çине кил-çурт тытса тăрасси те тиенет, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс тĕкел пăхса çитĕнтересси те нумайрах вĕсене лекет.

Мĕн авалтан хĕрарăмсене чăтăмлă тенĕ. Тĕп-тĕрĕс сăмахсем çаксем. Куратпăр ĕнтĕ: паянхи кун та хăйсен йывăр шăпине пăхса тăмасăр вĕсем малаллах утаççĕ. Юратнă çыннисемшĕн, тăванĕсемшĕн, ачисемшĕн тăрăшаççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
03 ноября 2010
00:00
Поделиться