Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Админстративлă штрафавăхăтра тÿлемелле

Кăçалхи тăхăр уйăхра çул-йĕр правилине пăхăнманшăн шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕнче 65 водителе административлă майпа айăпланă. Кунта çакна та асăрхаттарни вырăнлă. Административлă майпа айăпланнă водительсен штрафа протокол çырнă хыççăн 40 кун хушшинче тÿлемелле. Ăна палăртнă вăхăтра тÿлемесен РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн административлă штраф пама е 15 талăка ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2010
00:00
Поделиться