Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саманаран шар курнисен умĕнче пуç таятпăр

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсем истори страницинче нихçан хуралми йĕрпе çырăнса юлнă. Синкерлĕ тапхăр политика репресси-йĕпе çыхăннă. Пĕр айăпсăр çынсене шутламан çĕртенех “сутăнчăк”, “халăх тăшманĕ”, “патшалăха хирĕç каякан” тесе сас-хура кăларса тĕрмесене, ссылкăсене ăсатнă. Саккун тесен камăн сехри хăпмĕ-ха; Çакскерсем вара сăлтавсăр-мĕнсĕрех вĕсенче нушаланнă, юлашкинчен унтах чунĕсем тухнă е персе вĕлерсе мăшкăл кăтартнă.

Çакнашкал чуна ыраттаракан хăрушла пулăмсем Чăваш Енре те пулнă. Синкерлĕ истори страницисем çултан-çул аякка юлса пыраççĕ пулин те, саманаран шар курнă таса ятлисем умĕнче паян эпир çĕре çити пуç таятпăр.

1937–1938 çулсенче Улатăрта пĕр сăлтавсăр айăпланă 118 çынна персе пăрахни паян кунчченех пурне те пăшăрхантарать. Вĕсем республикăри сакăр район çыннисем. Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен те пур.

Кăçалхи юпа уйăхĕн варринче 1937-1938 çулсенче Улатăрта НКВД уйрăмĕн территоринче (халĕ “Электроприбор” завод вырнаçнă) персе пăрахнă айăпсăр çынсен ÿчĕсене чавса кăларса тĕн йăли-йĕркипе хула масарне пытарнă. Истори пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн районтан политика репрессине лекнĕ çынсен тăванĕсем те хутшăннă. Саманаран шар курнă çывăх çынсем умĕнче пуç тайма, ÿчĕсене тĕн йăли-йĕркипе чыслăн пытарма Татмăшри С.И.Иванов, М.А.Дюкин, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Д.А.Илюткин, И. А. Илюткин, Шетмĕри (халĕ Ишлĕ ялне кĕрет) Г.С.Краснов (вĕсене Улатăрта персе вĕлернĕ) çемйисен çывăх тăванĕсем митинга кайнă.

Политика репрессине пула инкек тÿснисен ÿчĕсене хула масарне пытарнă ятпа йĕркеленĕ митина район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Р.Селиванов хутшăннă, кунта айăпсăр айăпланнисене чыс тума пуçтарăннă тăванĕсен хуйхине пĕрле пайласа тухса калаçнă, хамăр ентешсен тупăкĕсем умĕнче вĕсен тăванĕсемпе пĕрле пуç тайнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 октября 2010
00:00
Поделиться