Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пирĕн ентеш пысăк хисепе тивĕçнĕ

Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ Р.Земдиханов радиожурналист хальхи вăхăтра Хусанта ĕçлет. Вăл ытларах чăвашсем хушшинче пурăнакан тутар халăхĕн культурине, йăли-йĕркине тĕпчет, ун пирки тÿрĕ эфир передачисенче тĕнчери ытти халăхсем патне те çитерет. Пархатарлă ĕçне чун-чĕререн пурнăçласа пырать çамрăк радиожурналист. Çак кунсенче вара унăн ĕçне Тутар Республикин Правительстви пысăка хурса хакланă, Хисеп грамоти парса чыс тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 октября 2010
00:00
Поделиться