Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырăна тухса ирттернĕ канашлу

2010 çулхи шăрăх та типĕ çу кунĕсем вырăнсенчи пĕвесене тасатса йĕркене кĕртмелли çивĕч ыйтăва кăларса тăратрĕ. Шăнкăртамра мĕн пурĕ çакнашкал пилĕк пĕве. Вĕсене пурне те тĕпрен юсамалла. Юпан 2-мĕшĕнче район администрацийĕн, Патăрьел ял поселенийĕн, проект институчĕн представителĕсем объектсен вырăнне тухса канашлу ирттернĕ. Канашлура кăнтăр хĕвеланăçĕнчи пĕвене тĕпрен юсас ыйтăва пăхса тухнă. Ăна вăхăтĕнче, 1967 çултах, Жданов ячĕллĕ колхоз хăй вăйĕпе тунă. Çавăнпа та шыв тăракан вырăна тĕпрен юсамаллах. Çак ĕçе хăвăртлатса проект тума пулăшас тĕллевпе ял хастарĕсем хăйсен укçи-тенкине парса пулăшма килĕшнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 октября 2010
00:00
Поделиться