Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăвашла вулама юратакансен конкурсĕ

Чăваш кĕнеке издательстви “Манăн чăвашла юратнă кĕнеке” ятпа конкурс йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасемпе çамрăксене чăваш чĕлхипе литератури, культури патне тимлĕх çуратасси, вĕсен творчествине аталантарасси, тăван ене юратма вĕрентесси.

Конкурсăн пĕрремĕш этапне районти вунă ял библиотеки 85 ÿкерчĕк тăратнă. Чи пултарулли Туçа библиотеки. Вĕсем 26 ĕç хатĕрлеме пултарнă. Йĕркелÿ комитечĕ Аслă Чементи С. Кадушкин, Тăрăнти В. Алексеева, А Думилина, Туçари П. Кузнецов, В. Кошкин, Кивĕ Ахпÿртри К. Салмина вулакансен юратнă чăваш кĕнеки тăрăх ăсталанă ÿкерчĕксене чи лайăххисем тесе палăртнă. Суйласа илнĕ чи лайăх ĕçсене Чăваш кĕнеке издательствине тăратĕç, çĕнтерÿçĕсене каярах палăртĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 октября 2010
00:00
Поделиться