Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Бюджет укçи виçепе шута юратать

Республика Президенчĕ август уйăхĕнче Патăрьел районне килнĕ чух муниципаллă учрежденисем куллен кирлĕ продукцисене хаклă хакпа туянса бюджет укçине ытлашши расхутлани пирки сăмах хускатнăччĕ. М. Игнатьев паян та ку ыйтăва çирĕп контрольре тытать. Вăл пуçарнипе çитменлĕхсене тĕрĕсленĕ май тупăннă укçа-тенке яваплă çынсем бюджета тавăрма тытăннă.

Президент хушăвĕпе килĕшÿллĕн çак укçа социаллă учрежденисен нушисемшĕн каймалла: ача сачĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, чирлисем валли шприц, суран çыхмалли материалсем, юн ямалли тытăм тата санитари хатĕрĕсем йышши медицина изделийĕсем туянма.

ЧР экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре тухăçсăр тăкакланă 501, 2 пин тенке тавăрса панă, çав шутран вĕрентÿ учрежденийĕсем – 352, 1 пин тенкĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем 149, 1 пин тенкĕ.

Чăваш Ен Президенчĕ М. Игнатьев муниципаллă учрежденисен ертÿçисене тавар хакĕ тĕрлĕ пулнă пирки асăрхаттарнă хыççăн район пуçлăхĕ Н. Глухов хушу кăларни, унпа килĕшÿллĕн ĕç ушкăнĕ (рабочая группа) йĕркелени пирки пĕлтернĕччĕ. Шăпах çак ушкăн халь куллен кирлĕ таварсен хакĕсен мониторингне тăвать. Муниципаллă заказчиксем, Патăрьелĕнчи тĕп больница тата вĕрентÿ пайĕ, кашни эрнере ытларикун район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне апат-çимĕçе мĕнле хакпа туяннине пĕлтерсе тăраççĕ.

М. Игнатьев каласа хăварнă çитменлĕхсене пĕтерессине те район администрацийĕ тĕрĕслесе тăрать. Патăрьелĕнчи тĕп больницăра туянакан апат-çимĕç хакĕсен шалти аудитне ирттернĕ. Сентябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне ытлашши усă курнă укçана пĕтĕмпех банкăн расчет счечĕ çине каялла куçарнă, апат-çимĕç туяннă.

Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕ те ытлашши расхутланă кĕмĕле, тĕрĕслев хыççăн тупса палăртнине, укçа куçармалли счета каялла хунă. Унпа апат-çимĕç илнĕ çĕрте усă курма планланă.

Август уйăхĕнчи çул çÿрев вăхăтĕнче республика ертÿçи кашни районтах пулнăччĕ, чылай çĕрте çирĕп асăрхаттарусем парса хăварнăччĕ. Çав вăхăтрах унăн çирĕп йышăнусем те тума тивнĕ. Бюджет укçи-тенкине тухăçсăр тăкакланăшăн çак çынсене ĕçрен кăларнă: Шăмăршă район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхне тата Шăмăршă тĕп район больницин экономистне, Çĕмĕрле хула администрацийĕн сывлăх сыхлавĕн уйрăмĕн пуçлăхне, Елчĕкри тĕп район больницин тĕп врачне. Шăмăршăри тĕп район больницин тĕп врачне тата асăннă районти шкул çулне çитмен ачасен тăватă вĕрентÿ учрежденийĕн заведующийĕсене, Йĕпреçри тĕп район больницин тата “Ибресинский” пĕрлешÿ ертÿçисене, Комсомольски тата ытти районти апат-çимĕç туянассипе ĕçлекен вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен специалисчĕсене выговор панă.

Бюджет укçи-тенкине мĕнле тăкакланине октябрь вĕçĕчченех тĕрĕслесе тăрĕç. Чăваш Ен Президенчĕ тавăрса пама татăклă вăхăт палăртнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 октября 2010
00:00
Поделиться