Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

348 ача çуралнă

Районти ЗАГС уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, тăхăр уйăхра 348 пепке çут тĕнчене килнĕ. Вĕсенчен 177-шĕ арçын ача, 171-шĕ хĕрача. Ытларах ашшĕпе амăшĕ пĕр шухăшлă пулса ачасене Максим, Кирилл, Дмитрий, Анастасия, Анна, Софья ятсене хураççĕ. Ялсенче сайра тĕл пулакан ятсем те пур: Мирослав, Злата, Влада, Иона, Карнелия, Эллина, Агата, Елисей. Тахçантанпах пăхакан “Ефросинья” телесериалти тĕп сăнар ячĕ те Патăрьелне çитрĕ. Пĕр енчен илсен çынсем самана таппинчен юлмасăр çĕнĕ сериалсене пăхса тăни лайăх. Анчах чăвашсем тăтăш усă куракан ятсем манăçса пыни те пăшăрхантарать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 октября 2010
00:00
Поделиться