Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекенсем уçланкăра савăнчĕç

“Хĕвеллĕ” уçланкăра районти педагогсем хăйсен професси уявне – Учитель кунне паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов тата ыттисем саламларĕç.

Уяв программинче художество пултарулăх участникĕсен концерчĕ, конкурссем, сывлăха çирĕплетмелли спорт мероприятийĕсем пулчĕç. Педагогика коллективĕсем эстафета чупрĕç, тăршшĕне сикрĕç, вĕрен туртрĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесем, ĕçре малта пыракан педагогсем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Учитель кунне уявланă май çулленех уçланкăра лаша спорчĕн ăмăртăвĕ те пулать. Кăçал унта Патăрьел, кÿршĕллĕ районсенчи, Тутар республикинчи, Ульяновск облаçĕнчи урхамахсем те хутшăнчĕç. Л.Кошкин (“Артурдит”), В. Илюткин (“Гардемарин”), И. Галмзянов (“Пульман”) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Ветерансенчен Н.Кошкин, Е. Краснов, Г. Кириллов лайăх ăмăртса савăнтарчĕç.

Уяв хаваслă иртрĕ. Вăл малашлăх ĕçре тăрăшмалăх вăй-хал кÿчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться