Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тутар çамрăкĕсен 1-мĕш форумĕ

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан тутар çамрăкĕсен I форумĕ иртнĕ.

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш Республикинче пурăнакан тутар çамрăкĕсен I форумĕ иртнĕ.

Мероприятие хутшăнакансене Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов муфти, Тутарсен наци культура автономийĕн канашĕн председателĕ Ферид Гибатдинов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валентин Абрамов тата ыттисем саламланă.

Форума Чăваш Республикинчи хула – районсенчен 200 делегат, Тутарстанран килнĕ хăнасем хутшăннă. Ларура республикăри тутар çамрăкĕсен координаци канашне йĕркеленĕ. Унăн председателĕ пулма Рушан Гибатдинова çирĕплетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться