Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саккуна пăхăнмарăн – явап тытатăн

Кирек мĕнле ертÿçĕн те коллективра Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн статйисене пăхăнманшăн саккунпа явап тытма тивет. Район прокуратурин тĕрĕслевĕсемпе ун пек тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ. Сăмахран, Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн работника договор вĕçленнĕ кунхинех йăлтах расчет туса памалла. РФ Ĕç кодексĕн 178 статйипе килĕшÿллĕн работниксен йышне е штатне чакарнипе договора пăрахăçланăран ĕçрен каякана уйăхри вăтам ĕç укçи чухлĕ пособи тÿлемелле, унсăр пуçне ăна кăларнă хыççăн ĕçе вырнаçиччен тата икĕ уйăх шалăвне памалла. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта та саккуна пăхăнман тĕслĕх тупнă. Шкул директорĕн 2010 çулхи январĕн 12-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшÿллĕн Л. Филиппова гардеробщицăна РФ Ĕç кодексĕн 81 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн штата чакарнă пирки ĕçрен кăларнă. Анчах та унпа 2010 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çеç расчет тунă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче “Родина”, “Чулпан” ял хуçалăх производство кооперативĕсем, “Батыревская сельхозтехника” уçă акционерла общество коллективĕсенче те ĕç укçине вăхăтра паманнине тупса палăртнă, кашнийĕнпех кирлĕ йышăну тунă.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра предприяти, организаци пĕтесси, работниксен штачĕ чакасси е договорсене чарса лартасси пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Çирĕплетнĕ йĕркене пур çĕрте те пăхăнмалла пек. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче “ВАМИН Татарстан “Батыревский” маслодельный завод” уçă акционерла обществăра филиал пĕтнĕ пирки 40 работника чакарнă, анчах та çакăн пирки ĕçпе тивĕçтерекен центра утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче çеç çыру çитернĕ. Кивĕ Ахпÿртри шкулта та çакнашкал факт пулнă.

Районти хăш-пĕр предприятире ĕç вырăнĕсене аттестацилеменни те пулать. Çакă каллех ертÿçĕсен яваплăхĕнчен килет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться