Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем республика чысне хÿтĕленĕ

Çак кунсенче Чĕмпĕр хулинче Атăлçи Федераллă округа кĕрекен республикăсем хушшинче 1995-1997 çулхи арçын ачасем тата хĕрачасем ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Чăваш Республикин чысне Патăрьел спортсменĕсем чыслăн хÿтĕлерĕç. Çивĕч кĕрешÿре Тутар республикин команди хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Уйрăм кăтартусенчен И. Чемеров (тренерĕ И. Алеев) 100 килограмлă виçе категориллисем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Турнира хутшăннă ытти ачасем 5-8 вырăнсенче.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться