Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Клинопиçрен – аслă шкулсем патне

1938 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Патăрьел район ĕçтăвкомĕ хăйĕн ларăвĕнче Патăрьел тата Шăнкăртам районĕсен хушшинчи чикĕсене тĕрĕс палăртас ыйтăва пăхса тухать. Çавна май РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Указ кăларать. Çак Указ тăрăх Шăнкăртама Чкаловски ят парса Чкаловски, Аслă Каçала Комсомольски ят парса Комсомольски районĕ туса хураççĕ: Патăръел район ĕçтăвкомне пĕтĕм йышĕпех Комсомольскине куçараççĕ, Шăнкăртам район ĕçтăвкомĕ йышĕпех Чкаловски район ĕçтăвкомĕ пулса юлать.

Турхан районĕ çаплах юлать-ха, анчах та 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчех РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ ЧАССР Аслă Совечĕн Президиумĕ хăйĕн Постановленийĕпе Аслă Арапуçне Первомайск ятпа ылмаштарса Турхан район центрне Первомайскине куçарма йышăннине çирĕплетет.

Шкулсен йышĕнче те улшăнусем пулса иртеççĕ.

Вăрçă çулĕсенче шкулсен йышĕ те, вĕсен тытăмĕсем те, шкул ертÿçисемпе вĕрентекенсен йышĕ те улшăнсах тăнă.

Вăрçă çулĕсем фронтри çар çыннисемшĕн те, тылри халăхшăн та йывăр çулсем пулнă. Вăрçă пуçлансан 1941-42 вĕренÿ çулне самаях ирттернĕ пулсан, 1942 çултан шкулсем хутса ăшăнайманнипе аптрама тытăннă, вăрманта хатĕрленĕ вутта та, туртăм вăйĕ çуккипе, илсе тухайман. Уйрăмах шкулсенче всеобуч законне пурнăçлассипе йывăр пулнă, мĕншĕн тесен аслăрах классенчи ачасен ашшĕ-амăшĕ вырăнне ĕçе кÿлĕнме лекнĕ.

Чылай учителе вăрçа илсе кайнине пула шкулсенче вĕреннĕ специалистсем çитмен.

Танлаштарма: 1942-43 вĕренÿ çулĕнче республикăри 1028 шкул валли 6345 учитель кирлĕ пулнă, анчах 250 учитель çитмен.

Пур учительсен хушшинче те – ытларах хĕрарăмсем.

Вăрçă çулĕсенче учительсемпе шкул директорĕсен йышĕ çеç мар, вăрçа илсе кайнине пула РОНО заведующийĕсем те ылмашăнсах тăраççĕ. 1930 çулсен пуçламăшĕнче РОНО заведующийĕ пулса парти обкомĕ ярса панă Воронов, 30-мĕш çулсен вĕçĕнче Корольков, Андреев, 40-мĕш çулсен пуçламăшĕнче В.А. Алексеев, малаллахи çулсенче Тверсков, Я.Т. Толстов тата ыттисем те ĕçленĕ. Вăрçă пĕтнĕ вăхăта Илья Николаевич Николаев ĕçлеме тытăнать.

Район центрĕ

Патăрьелне куçать

1943 çулта Чкаловски райĕçтăвком председателĕ пулма Шупашкар районĕнчи Самуккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Никитин Семен Петровича суйлаççĕ, çак çулах ăна ВКП(б) Чкаловски райкомĕн 1-мĕш секретарьне куçараççĕ. Ун вырăнне райĕçтăвком председателĕ пулма Вăрмар районĕнчи Мăнçырма (Чирĕклĕ Мăнçырма) ялĕнче çуралса ÿснĕ, ку вăхăтра Шăмăршă ВКП(б) райкомĕн 2-мĕш секретарĕ пулса ĕçлекен Самсонов Александр Федоровича куçараççĕ. Çапла вара Чкаловски районĕнчи ертсе пыракан пĕрремĕш çынсем иккĕшĕ те чăваш пулса тăраççĕ. Вĕсем тÿрех район центрне Чкаловскинчен Патăръелне куçарас ыйтăва хускатаççĕ. Çак ыйтăва райĕçтăвком хăйĕн 1944 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче ирттернĕ ларăвĕнче пăхса тухать.

Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1944 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнчи Указĕпе район центрне Чкаловски ятпах Патăрьелне куçарма йышăнать, çак Указа РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1944 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе çирĕплетет.

1944-45 вĕренÿ çулĕнчен пуçласа халиччен НСШ тенĕ шкулсене çичĕ çул вĕренмелли шкул ятпа ылмаштараççĕ.

1945 çулччен шкулсемпе ытти вĕрентÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне пĕтĕм культура учрежденийĕсем те РОНО çинче шутланнă. 1945 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче СССР СНК хăйĕн 259-мĕш Постановленийĕпе вырăнти советсенче культурăпа çутĕç ĕçĕсен пайĕсене йĕркелеме йышăнать. Çак Постановленипе килĕшÿллĕн Чăваш АССРĕн Халăх Комиссарĕсен Совечĕ те çак çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче çакăн пекех Постановлени кăларать. Вĕсемпе килĕшÿллĕн райĕçтăвком та хăйĕн çак çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта пай йĕркелеме йышăнать. Çĕнĕрен йĕркеленĕ пай çине халиччен РОНО çинче шутланса тăракан районти тата ялсенчи пур вулав çурчĕсем, библиотекăсем, районти Культура çурчĕ тата ялсенчи клубсем куçаççĕ. Çак пайăн пĕрремĕш заведующийĕ пулма Сорокин Георгий Михайловича, Кивĕ Катек çыннине, çирĕплетеççĕ. Малашне вĕсем ылмашсах пыраççĕ-ха ĕнтĕ. РОНО çинче вара шкулсемпе ача сачĕсем, ача çурчĕсем, хутла пĕлменнисемпе ĕçлес ĕç тăрса юлать. РОНО заведующийĕ ку вăхăтра та И.Н. Николаев пулнă.

Шкулсем вăрçă хыççăнхи малтанхи çулсенче

Вăрçă пĕтсен малтанхи çулсенче шкулсене йĕркене кĕртес ĕç çĕнĕрен аталанма тытăннă.

Пурнăç улшăннă май тата ку вăхăтра вăрçăччен çуралнă ачасен шучĕ самаях пысăк пулнине кура 1945-46 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Патăрьел районĕпе çеç 28 шкулта 240 учитель, 5176 вĕренекен шутланнă пулсан, 1950-51 çул тĕлне çав 28 шкултах 316 учитель ĕçленĕ, пĕтĕм шкулсенчи 267 класра вĕренекен ачасен шучĕ 6428 ачана çитнĕ. Ку вăл – вăрçăччен çуралнă ачасен йышĕ пысăк пулнипе çыхăннă. Çавна пула хăш-пĕр пуçламăш шкул 7 çул вĕренмелли пулса тăрать, юлнисене ытти шкулсен филиалĕсем тесе куçараççĕ, вăтам пĕлÿ параканнисен шучĕ те пĕчĕккĕн ÿсет. Чкаловскинче тата Ишлĕре маларахах пулнă вăтам шкулсене çĕнĕрен тата Алманчăра вăтам шкул уçнă.

Анчах та вăрçă çулĕсенче ачасем чакса пыраççĕ, учительсен шутне те чакарма лекет, çĕнĕрен уçнă Алманчăпа Ишлĕри вăтам шкулсене каллех 7 çул вĕренмели шкулсен шутне куçараççĕ. Акă, каллех Патăрьел районĕпе çеç: 1953-54 вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле çав 28 шкултах ачасен шучĕ 4834 юлать, çавна пула учительсен шутне те 298 таран чакараççĕ.

Çав вăхăтрах тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ учительсем кирлĕ пуласса шута илсе аслă классенче ĕçлеме хатĕрлес тесе педучилище пĕтернĕ учительсене куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илме хистеме те тытăнаççĕ,

Чăнах та 50-мĕш çулсен варринчен ачасен шучĕ ÿсме тытăнать.

Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнчи Постановленийĕпе Первомайски районне пĕтерсе Патăрьел районĕпе пĕрлештерме, хăш-пĕр яла Улатăрпа Комсомольски районĕсене куçарма йышăнать.

1960-61 вĕренÿ çулĕнче районти 44 шкулти 453 класс-комплектра 10207 ача вĕреннĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться