Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ылтăн медальпе диплома тивĕçнĕ

Раççейри “Ылтăн кĕркунне-2010” агропромышленность куравĕнче Патăрьел районĕ “Ялсен территорисене аталантарассине муниципаллă шайра эффективлă йĕркелесси” номинацире палăрнă пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Тĕрĕссипе вара Юхмапа Пăла тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ иккен.

Сумлă наградăна – ылтăн медальпе диплома район пуçлăхне Н. Глухова Мускавра, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин социаллă политика тата яла аталантарас департаментăн директорĕ Д. Торопов парса чысланă.

Район ĕçне Раççей шайĕнче хаклани, паллах, пысăк хисеп, сум.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться