Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитменнисене – вăхăтлăх тимлĕх

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă кăçал çул çитмен 400 ачана тĕрлĕрен организацисене, шкулсене вăхăтлăх ĕçе явăçтарнă. Вĕсенчен 42-шĕ нумай ачаллă, 128-шĕ сахал тупăшлă, 5-шĕ тулли мар çемьесенчен. Районти çул çитмен ачасен уйрăмĕнче шутра тăракан ачасене те ыттисемпе пĕрлех вăхăтлăх ĕç тупса панă.

Ачасем ытларах хăйсен шкулĕсенчи сĕтел-пукана юсанă, пĕлÿ çурчĕ таврашĕнчи пахчана тирпей-илем кĕртнĕ çĕре хутшăннă. Сăкăтри вăтам шкулти ачасем, сăмахран, “Агролес” тулли мар яваплă обществăри çамрăк хунавсене пăхса тăнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться