Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк спортсменсем республика турнирĕнче палăрнă

Иртнĕ шăматкун Красноармейскинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе çамрăк спортсменсем хушшинче республика турнирĕ пулнă. Пирĕн район чысне ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ М. Зейнетдинов ертсе пыракан спортсменсем хÿтĕленĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем яланах ыттисенчен уйрăлса тăнă. Хальхинче те Патăрьелсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Уйрăм ушкăнсенчен Первомайскинчи вăтам шкулти И. Смирнова пĕрремĕш, çак шкулти Н. Клементьевăпа Пăлапуç Пашьелĕнчи Н. Михайлова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсене медаль тата диплом парса чыс тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2010
00:00
Поделиться