Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Раççей шайĕнче çĕнтернĕ

Пĕтĕм Раççейри “Ылтăн кĕркунне” вун иккĕмĕш агропромышленность куравĕнчи конкурсра Патăрьел районĕ “Ялсен территорисене аталантарассине муниципаллă шайра эффективлă йĕркелесси” номинацире иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Экспозицин тĕп тĕллевĕ – АПК-ри çĕнĕ технологисене хамăр çĕр-шывра тата ют çĕр-шывра туса кăларнă хатĕрсене пурнăçа кĕртсе пынин пĕтĕмлетĕвне кăтартасси. Хальхи вăхăтра техника прогресĕпе пĕр утăмра пыраканнисем кăна экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр çирĕп позици йышăнаççĕ.

Курав çулленех Раççейпе тата тĕнчипе 1500 ытла экспонат пухать. Кунта ял хуçалăх техникине туса кăларакансем, агрохолдингсем, апат-çимĕç комплексĕн предприятийĕсем, выльăх-чĕрлĕхпе тата ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхсемпе заводсем, наукăпа тĕпчев институчĕсем, финанс структурисем хутшăнаççĕ. 70 пин ытла специалист “Ылтăн кĕркунне” курава çитсе курать.

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускаври Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче çĕнтерÿçĕсене чыслаççĕ, унта пирĕн район пуçлăхĕ Н.Глухов та хутшăнать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 октября 2010
00:00
Поделиться