Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Операци малалла тăсăлать

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчен республикăра пуçланнă “Тонировка” операци малалла тăсăлать. Райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн инспекторĕ А. Каргина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ саккуна пăхăнмасăр автомашина кантăкĕсене тĕксĕмлетнипе çыхăннă йĕркене пăснă тĕслĕхсем районта нумай. Операцин малтанхи кунĕсенчех çакнашкал 25 факта шута илнĕ. Кодекса пăхăнман водительсене пурне те 500-шер тенкĕ штраф панă, тĕксĕм пленкăсене илтернĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх автоинспекцийĕн инспекторĕсем малашне те çула тухнă водительсенчен йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 октября 2010
00:00
Поделиться