Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурсра чи ăста сăвă калакансене палăртнă

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта сăвăç юбилейçăсене халалласа сăвă ăста калакансен “Янăракан сăмах” конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – ачасене çамрăкранах поэзи енне туртăнтарасси, çамрăк талантсене палăртасси, вĕсене хавхалантарасси. Конкурса районти шкулсенчи 83 вĕренекен хутшăннă. Жюри членĕсем вара чи-чи пултаруллисене уйрăммăн палăртнă.

Тĕрлĕ çулпа илес пулсан 4-5-мĕш классенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Захарова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Полякова, 6-8-мĕш классенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти З. Янтыкова, аслă классен номинацийĕсемпе Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти И. Насибуллова, Первомайскинчи вăтам шкулти А. Афанасьев, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Кудрявцева сăвă калас пултарулăхне уйрăмах пысăк хак панă. Конкурс çĕнтерÿçисене Хисеп грамоти парса саламланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 октября 2010
00:00
Поделиться