Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăмпа кинемейĕсемпе вăрман тулнă

Кăçалхи шăрăх та типĕ çанталăк кăмпаçăсен кăмăлне маларахах иккĕлентерчĕ: çĕр мăкăртса тухакан çимĕç хăйĕн тухăçĕпе савăнтарĕ-ши; Иккĕленни вара хыçа юлчĕ темелле. Кĕрхи кăмпасем юлашки çумăрсемпе аванах шăтса тухнă. Паян районти кирек хăш вăрмана çитсен те кăмпа кинемейĕсене асăрхама пулать. Унта вĕсем тĕрлĕрен кăмпа татаççĕ: тунката, хурăн, ăвăс кăмпи тата ытти те. Çакна çеç асăрхаттарас килет: наркăмăшлă кăмпана çеç кунтăка ан ярăр. Çавăн пиркиех пысăк инкек курма пулать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 октября 2010
00:00
Поделиться