Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Апат-çимĕç хакĕсем– çирĕп тĕрĕслевре

– Хаксем эпир çывăрма выртсан, каçхине ÿсеççĕ.

(Автобус çинчи калаçуран).

Лавккара халь сентре тулли тавар, дефицит мĕн иккенне мантăмăр пуль ĕнтĕ. Укçа кăна пултăр, мĕн кирли пурте пур. Туянма тытăнсан хакĕсене пăхатăн та ирĕксĕрех енчĕкри кĕмĕлне шутлама пуçлатăн. Кăшт та пулин йÿнĕреххине илес тесен лавккасем тăрăх çÿресе хăйне майлă мониторинг ирттермелле, мĕншĕн тесен пĕр таварăн хакĕ кашни çĕрте тĕрлĕрен. Сутакансем вара тавар хакне те туяннине кура, те питĕ çын укçине ытларах хăйсен бюджетне кĕртес тесе ÿстерсе кăна пыраççĕ. Акă, тыр-пула пуçтарса кĕртичченех çăнăх, çăкăр, лапша, кĕрпе хакланнинчен пĕр тĕлĕнмелле, пĕр шухăшламалла. Кăçал çу шăрăх тăнăран пахча çимĕç, çĕр улми те сахал пулнăран çынсем ытти апат-çимĕçе хĕле валли ытларах туяннине кура та çапла турĕç пуль. Продукци хакланнă пирки суту-илÿре ĕçлекенсем тырă çителĕклĕ чухлĕ пуçтарса илейменни çине те “йăвантараççĕ”.

Республика Президенчĕ М. Игнатьев куллен кирлĕ таварсен хакĕсене пĕр шайра тытасси пирки аса илтерсех тăрать. Районсем тăрăх çÿренĕ чухне лавккасене те кĕрсе тĕрĕслерĕ. Çавăн пекех авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чулхулара иртнĕ “Атăл тăрăхĕн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ. 2010-2012 çулсем валли программа” темăпа “Единая Россия” партин регионсенчи уйрăмĕсем конференцийĕнче те хак ыйтăвне хускатнă. Раççей премьер-министрĕ В. Путин кун пирки: “Çакна палăртас килет: çĕр-шывра тыр-пул çителĕклĕ. Хамăра усă курмалăх çитет: ытлашшипех те, саппаспа та. Çапах та тырă пулманни вăл – инкекех. Çавна май федераци влаçĕпе регионсен икĕ тĕп тĕллеве пурнăçламалла. Пĕрремĕшĕ – апат-çимĕç рынокĕнче спекуляцие вăй илме памалла мар...” – тенĕ.

Чăнах та, тырă çителĕклĕ пулсан мĕншĕн хаксене искусствăллă майпа хăпартмалла-ха;

Апат-çимĕç хакĕсене танлаштарас тата çитменлĕхсене тупса палăртас тĕллевпе Патăрьел район прокурорĕн çумĕ В. Ягудин, Чăваш Республикин Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори уйрăмĕн специалист эксперчĕ И. Паймуллина тата çак сферăрах тăрăшакан пĕрремĕш категориллĕ специалист Р. Гаврилова, райадминистрацин экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Г.Иванова, район центрĕнчи “Нико”, “Взлет-2”, “Алина” лавккасене çитсе курнă. “Нико” тата “Взлет-2” суту-илÿ точкисенче ыраш тата ырашпа тулă çăнăхĕсенчен пĕçернĕ çăкăр 16 тенкĕ тăрать, “Алина” лавккара (хуçисен çăкăр пĕçерекен пекарня пур) – 12. Пастеризациленĕ пĕр литрлă сĕте виççĕшĕнче те 32 тенкĕ те 20 пуспа сутаççĕ. Чи хаклă пĕр литрлă тип çу “Алина” лавккара 58 тенкĕ, ыттисенче – 50. Песук “Нико” тата “Алина” суту-илÿ точкисенчен 40 тенкĕпе туянма пулать, “Взлет-2” лавккаран – 36-па. Тăвар “Нико” лавккара ыттисенчен хаклăрах: 11 тенкĕ, тепĕр иккĕшĕнче – 10.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче пурнăçра куллен кирлĕ таварсен хакĕсем Чăвашстатра кăтартнинчен пысăкраххине палăртнă. Пĕр литрлă пастерилизациленĕ сĕт Чăвашстат кăтартăвĕпе – 28 тенкĕ те 88 пус, песук – 36 тенкĕ те 44 пус, тăвар 7 тенкĕ те 66 пус тăраççĕ. Асăннă апат-çимĕç хакĕсене район центрĕнчи виçĕ лавккара мĕнле иккенне çÿлерех кăтартнăччĕ.

Кăшт вăхăт иртсен тĕрĕслев комиссийĕ тепĕр хут “Нико”, “Алина”, “Взлет-2” лавккасене çитсе курнă. Хальхинче хаксене маларахринчен 1 е 2 тенкĕ йÿнетнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 октября 2010
00:00
Поделиться